Вĕренме те, вĕрентме те...

Чăваш кĕнеке издательстви çулсерен шкул валли вĕренÿ-педагогика литератури пичетлесе кăларать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн те темиçе учебник тухнă.

Çав шутра – чăваш шкулĕсенчи 3-мĕш классем валли чăвашла куçарса кăларнă "Математика". Вăл виçĕ пайран тăрать, тĕрлĕ тĕслĕ, паха ÿкерчĕксемлĕ. Ăна ачасен ăс-тăн шухăшлавне тата нумай пĕлес туртăмне аталантарас тĕллеве тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çавăн пекех Т.Артемьевапа ыттисем çырнă "Литература вулавĕ" учебнике те палăртмалла. Чăваш шкулĕсем валли тата çак учебниксене пичетленĕ: "Тăван литература", 7-мĕш класс, "Чăваш литератури" хрестомати, 10-мĕш класс, "Чăваш литератури" хрестомати, 11-мĕш класс, "Чăваш чĕлхи", 8-9-мĕш классем, "Русский язык", 4-мĕш класс.