Вĕрентекен кашниншĕнех пысăк пĕлтерĕшлĕ

Августăн 24-мĕшĕнче районта педагогсен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕ иртрĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.И.Иванов хутшăнчĕ.

Шкул ĕçне çĕнĕ пусăма çĕклес, ачасене пур предметпа тарăн та çирĕп пĕлÿ илме пулăшас, кирлĕ пек воспитани парас, обществăлла усăллă ĕçе активлă явăçтарас тĕллевсемпе тимлеççĕ районти учительсем. Унсăр мĕнле-ха; Кашни ачан шухăш-кăмăлĕ, ăнланăвĕ шкулта аталанать-çке. Самана таппи улшăнса пынă май вĕрентÿ тытăмĕнче пурнăçа кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем учительсен шухăшлавне, ĕç принципĕсене улăштарчĕç, шкулсенчи кабинетсене паянхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтермелле çĕнетсе пыраççĕ. Акă кăçалхи çула РФ Президенчĕ Вĕрентекен çулталăкĕ тесе йышăнни те ахальтен мар.

Учительсен конференцийĕнче те ачасене утăм хыççăн утăм тума, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă, професси тивĕçне чунпа парăнса ĕçлекен педагогсене Хисеп грамотисемпе хавхалантарчĕç. Чăваш Ен Президенчĕн ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Н.В.Малов республика шайĕнчи конкурссенче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ педагогсене – В.Кудряшована, Е.Орлована, Э.Романова (Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ) Свидетельствăсем пачĕ. Çавăн пекех Николай Владимирович педагогика ĕçĕнче чылай çул вăй хунăшăн, пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Л.Ермолаевана (Питĕркасси),Н.Мидакована (Хĕрлĕ Чутай), Г.Тимофеевана (Атнар), В.Евсеева (Çĕн Атикасси) ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.И.Иванов педагогсене вĕрентÿ ыйтăвĕсене яланах малти вырăна хунăшăн тав турĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче район тата Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн татах та тăрăшарах ĕçлеме çирĕп сывлăх, телей, пултарулăхра çĕнĕ ÿсĕмсем сунчĕ. Юрий Иванович вĕрентÿ ĕçĕнче тăрăшулăхпа палăрнă учительсене Хисеп грамотисемпе хавхалантарчĕ. Малашне районти педагогсем професси ăсталăхĕпе палăрса патшалăх наградисене ытларах çĕнсе илессе шаннине пĕлтерчĕ.

Вĕрентекен – ĕçÿ сан пит йывăр: атте те, анне те эс пулан. Сан сăнару – сăваплă.